Крепостла пусмӑра тӳсейменнипе Чӑваш тӑрӑхӗнче 180 ҫул каялла, ҫу уйӑхӗнче, пӑлхав пулса иртнӗ. 1842 ҫулта Раҫҫей империйӗнче хресченсем туса илекен тупӑшӑн пӗр пайне патша ҫемйи валли пухма йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне хресченсем тыр-пул туса илекен ҫӗр лаптӑкӗсене пӗчӗклетме тытӑннӑ, промыслапа ӗҫлессинче тата ытти енӗпе хӑш-пӗр чару вӑя кӗнӗ.
Ахаль те юрлӑ пурӑнакан хресченсем пӑлхава тухнӑ. Вӑл юхӑм Ҫӗрпӳ, Шупашкар тата Етӗрне уесӗсене, хальхи вӑхӑтри Мари Элпа Тутарстанӑн хӑш-пӗр территорине ярса илнӗ.
Ҫавасемпе тата ытти ӗҫ хатӗрпе пӑлхава ҫӗкленнӗ 5 пинлӗ хресченрен тӑракан йыша Тӑван ҫӗршывӑн 1812 ҫулхи вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансем ертсе пынӑ. Муркаш районӗнчи Шурча патӗнче пӑлхавҫӑсем правительство ҫарӗсемпе тӗл пулнӑ. 36 ҫынна вӗлернӗ, 250 ытла ҫын аманнӑ. Пин ытла чӑваш тата ҫармӑс хресченӗсене Ҫӗпӗре каторгӑна ӑсатнӑ.
Пӑлхава лӑплантарнӑ пулин те хресченсем хӑйсен ҫӗрӗсене упраса хӑварнӑ, тухӑҫӑн пӗр пайне парассине пӑрахӑҫланӑ.
Шурча патӗнчи пӑтӑрмах Хӗветӗр Уярӑн романӗнче сӑнланнӑ. Шурчара вара историлле ҫав пулӑма асра тытса палӑк лартнӑ.
Чӑваш Енре культурӑри тата ӳнерти ҫӗнӗ йышши технологисене пурнӑҫа кӗртме республика Элтеперӗн грантне уйӑрса парӗҫ.
Укҫана Патӑрьелӗнчи клуб тытӑмне «Анатри чӑвашсен тӗпелӗ» проекта пурнӑҫа кӗртме 100 пин тенкӗ парӗҫ; Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрне «Нумай енлӗ Чӑваш Ен» мода ART-фестивальне ирттерме — 200 пин тенкӗ; Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне «Чӑваш Енӗн литература маршручӗсем» проект валли — 200 пин тенкӗ, Вӑрмарти ача-пӑчан ӳнер шкулне «РемеслоKreatiff» арт-мастерской валли — 100 пин тенкӗ; «Акация» культура керменне «Пуҫарусен курупки. Ача-пӑча фольклорӗ. Килӗштерсе усӑллӑ ӗҫлекен территори» пӗчӗк халӑхсен фольклор фестивалӗ валли — 100 пин тенкӗ; Сӗнтӗрвӑрринчи тӗп вулавӑш тытӑмне «Шӗнерпуҫпе паллаш» проекта пурнӑҫлама — 100 пин тенкӗ; Етӗрне районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмне «Ҫӗнӗ ҫӗр хывакан: Аркадий Павлович Айдак» проект валли — 100 пин тенкӗ; Пӑрачкав районӗнчи тӗп клуб тытӑмне «Пӑрачкав парӑсӗсем» ача-пӑчапа ҫамрӑксен регионсем хушшинчи М. Бочкарев ячӗллӗ фестиваль-конкурсне ирттерме —100 пин тенкӗ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ врачне, медицина наукисен кандидатне, республикӑн сывлӑх сыхлав аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ Вениамин Вишевский педиатра юлашки ҫула ӑсатӗҫ. Ӑна, эпир хамӑр ҫӑлкуҫсем урлӑ пӗлнӗ тӑрӑх, тӑван тӑрӑхӗнче — Етӗрне районӗнчи Советскинче — пытарӗҫ.
Вениамин Яковлевич 82 ҫула кайнӑ. Вӑл — 50 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ. Унӑн ӗҫӗсем республикӑра аллергологи тытӑмне йӗркелесе яма пулӑшнӑ.
Вениамин Вишневский Етӗрне районӗнчи Анат Сӑнар ялӗнче 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хусанти мединститутра вӗреннӗ. Йӑлӑмра педиатрта, Шупашкарти ача-пӑча пульницинче тӗп врач ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче малтан ассистентра, 1987–1998 ҫулсенче педиатри кафедрин доцентӗнче ӗҫленӗ. 1983-1987 ҫулсенче республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин тӗп педиатрӗ шутланнӑ. 1998 ҫулта Вениамин Вишневский тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ, Хучашри участок пульницинче ӗҫленӗ.
Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче тата Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнче вырнаҫнӑ пӗвесенче пулӑсем нумай вилни пирки пӗлтернеччӗ. Кун хыҫҫӑн специалистсем унти шывсене тӗрӗсленӗ. Экспертиза пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ.
Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак пӗвесенчи шывсенче, Шупашкарти кӳлмекри пекех, сиенлӗ япаласем нормӑран ытларах мар. Шывра кислород сахал пулнине палӑртнӑ. Пулӑсем ҫавна пула вилнӗ.
Астӑватӑр пулӗ: Шупашкарти кӳлмекре хӗлле пулӑсем кислород ҫитменнипе вилнӗччӗ.
Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ пӗвере пулӑсем вилнӗ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Вырӑнти ҫын каланӑ тӑрӑх, пӗвере нумай пулӑ вилнӗ, ҫиеле ишсе тухнӑ. Вӗсем сывлӑш ҫитменнипе вилме пултарнӑ.
"Пӗвене тахҫанах никам та тасатман. Шыв сахал, кислород ҫителексӗр. Пулӑсене шел",- тенӗ халӑх корреспонденчӗ.
Аса илтер: нумаях пулмасть Канаш районӗнчи пӗвере карасьсем вилни пирки пӗлтернӗччӗ.
Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Аркадий Айдак: романтик, пассионарий, созидатель» кӗнекене хӑтланӑ. Кӑларӑма Аркадий Айдак тӗрлӗ ҫӗрте тухса калаҫнисене, вӑл дневниксенче ҫырса пынисене пухса пичетленӗ. Хӑтлава Етӗрне ентешлӗхӗ йӗркеленӗ.
Мероприятие хутшӑнакансене республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова саламланӑ: «Етӗрне районӗнче пирӗн республикӑна Раҫҫейӗпе мухтава кӑларнӑ ҫынсем ҫуралнӑ. Эпир Николай Мордвиновпа, Николай Ашмаринпа, Тани Юнпа мухтанатӑр. Тата, паллах, Аркадий Айдакпа».
Кӗнекене кӑларма Николай Малов (вӑл Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑччӗ) пулӑшнӑ иккен. Кӗнеке авторӗ — Алексей Леонтьев.
Етӗрне районӗн тӗп пульници тинех ковид-режимран тухнӑ. Вӑл ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӗҫ-вӗҫ 2 ҫул ҫитмеллеччӗ. Унта 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме пуҫланӑ.
Ҫак икӗ ҫулта Етӗрнери ковид-госпитальте 4 пине яхӑн ҫын сипленнӗ. Чирлекенсем сахалланнине кура ӑна ахаль режимпах ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Халӗ унта виҫӗ хутӗнче те дезинфекци тунӑ.
Паянхи кун пульница пациентсене унчченхи пекех йышӑнать, чирлисене планпа килӗшӳллӗн сипленме вырттараҫҫӗ. Анчах, паллах, пульницӑна выртиччен пациентсем кӑшӑлвирус пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме анализ параҫҫӗ.
Етӗрне районӗнчи Пушкӑрт ялӗнче пурӑнакан арҫын хӑйсен ялӗнчи хӗрарӑма пусмӑрланӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулса иртнӗ. 53 ҫулти ӳсӗр арҫын хӑйӗн килӗнчен инҫех мар ҫӗртен иртсе каякан 51 ҫулти хӗрарӑм патне утса пынӑ та ӑна килне туртса кӗрсе кайнӑ. Унта вӑл ӑна пусмӑрланӑ.
Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫие кодексӗн 131-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пусмӑрҫа тытса чарнӑ, вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарти «Промтрактор» заводра ӗҫлекенсен ачисем — «Четруша» клуб членӗсем — хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ тата предприяти ветеранӗсем пулӑшнипе фильм хатӗрленӗ. Ӑна Алексей Платонов конструктора халалланӑ. Видеоӗҫ «ТехноФест» ятпа иртнӗ ӑслӑлӑхпа популярлӑ фильмсен пӗтӗм Раҫҫейри VII фестивалӗнче лауреат ятне тивӗҫнӗ.
Алексей Платонов гусеницӑллӑ трактор валли ятарлӑ тытӑм хатӗрленипе палӑрнӑ, ҫав ӗҫе «русская каретка» (чӑв. вырӑс каретки) тенипе пӗлеҫҫӗ.
Трактор историйӗн музейӗн директорӗпе Альберт Сергеевпа пӗр шухӑшлӑ пулса ачасем музей умӗнчи скверта ДТ-54 тракторпа конструктор барельефне вырнаҫтарасшӑн.
Алексей Платонов 1907 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти рабфакра, Донти политехника институтӗнче, Мускаври Бауман ячӗллӗ механикӑпа машиностроени институтӗнче вӗреннӗ.
Етӗрнери ача-пӑча вулавӑшӗнче Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа тата асӑннӑ тӑрӑхри сумлӑ ҫын – Зоя Миронова – ҫуралнӑранпа 110 ҫитнине халалласа «Район историйӗнчи паллӑ ятсем» ярӑмпа «Человек мира – З.В. Миронова» (Тӗнче ҫынни – З.В. Миронова) кӗнеке куравӗ уҫӑлнӑ.
Зоя Васильевна 1913 ҫулта Етӗрнере ҫуралнӑ. Вӑл СССРӑн чикӗ леш енчи элчи пулнӑ. Пӗрлештернӗ Нацисен Организацийӗнче элчӗ тивӗҫне Етӗрне хӗрарӑмӗ чӗрӗк ӗмӗре яхӑн пурнӑҫланӑ.
Пуҫламӑш класа Зоя Миронова Етӗрнере, аслӑ классене Шупашкарта вӗреннӗ, аслӑ пӗлӗве
Мускаври хими технологийӗн институтӗнче илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Сайра тӗл пулакан металсен патшалӑх наукӑпа тӗпчев институтӗнче ӗҫленӗ. 1950 ученӑйсен йышӗпе СССР патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Верховнӑй Совет депутачӗ пулна, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче ӗҫленӗ. 1959 ҫулта ӑна елчӗ пулма шаннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |